Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
19 Апрелӗн , 12:15

«Сывлăх поезчĕсем» тăватă районта ĕçлеççĕ

Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен сывлăх поезчĕсем Белорецкпа Авăркас, Дуванпа Иглин районĕсенче ĕçлеме пуçланă, асăннă тăрăхсенче пурăнакансене специалистсем патне пыма йыхравлаççĕ тесе пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.

«Сывлăх поезчĕсем» тăватă районта ĕçлеççĕ
«Сывлăх поезчĕсем» тăватă районта ĕçлеççĕ

Тухса çÿрекен бригадăсен йышĕнче терапевтпа хирург, педиатрпа акушер-гинеколог тата ытти специалистсем пур. Ял-саласенче пурăнакансем медицина тĕрĕслевĕ иртме, тухтăрсенчен консультаци илме, анализсем пама пултараççĕ.

«Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акци апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă, сентябрĕн 15-мĕшĕнче вĕçленĕ. Сывлăх поезчĕсем ĕçлени пĕчĕк поселоксенче пурăнакансене район центрне е хулана каймасăр квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме май парать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: