Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
15 Майӑн , 11:08

Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç центрĕсем уçăлĕç

Пушкăртстанри хуласемпе районсенче вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç центрĕсем уçăлĕç. Вĕсем питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен республикăра 900 пин ытла аслă ÿсĕмри çын пурăнать.

Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç центрĕсем уçăлĕç
Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç центрĕсем уçăлĕç

«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» проект килте медосмотр ирттерессине, аякри ялсене медицина ĕçченĕсем тухса çÿрессине, республика тăрăх турист маршручĕсене йĕркелессине шута илет. Иртнĕ çул пĕр кунлă турсене 20 пин пенсионер тухнă. Çавăн пекех Белоруссипе Абхазине те турсем йĕркеленĕ. Кăçалтан республика çыннисем Мускав, Санкт-Петербург тата Казахстана çитсе курма пултараççĕ.

Муниципалитетсенче вăрăм ĕмĕрлĕх центрĕсене уçма пуçлĕç. Маларах вĕсем Ĕпхÿри Орджоникидзе районĕнче тата республика пуçлăхĕн гранчĕпе усă курса  ветерансен канашĕ пуçарнипе Калтасă районĕнче уçăлнă. Центрсене уçас ыйтăва сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен татса пама шутлаççĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Здравоохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: