Больницăн тĕп тухтăрĕ Рафаэль Зиятдинов пĕлтернĕ тăрăх, халĕ куç чирĕсене, сăмахран катарактăна, тăван хуларах сиплеме пулать.
- Чăн малтан медицина ĕçченĕсем опытлă ĕçтешсем тимлесе тăнипе операцисем тăвĕç, кайран çеç хăйсем тĕллĕн. Унччен маларах хула çыннисене сипленме Ĕпхĕве е Удмурти Республикине кайма тиветчĕ, - палăртнă тĕп тухтăр.
Уйрăмри палатăсем пациентсене йышăнма хатĕр, паянхи куна тивĕçтерекен оборудованисем туяннă. Кунта Нефтекамск çыннисем кăна мар, Пушкăртстанăн çурçĕр-хĕвеланăç районĕнсенче пурăнакансем те сипленме пултарĕç.
- Пирĕн патра ăста специалистсем пур. Çавăнпа эпир вĕсем валли условисем тăватпăр, специалистсем вара кăткăс операцисем туса ирттереççĕ. Çакăн йышши уйрăмсем пирки Сывлăх сыхлав министерствине уйрăм хушу парăп, - тенĕ Радий Хабиров.