Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
29 Июлӗн , 17:18

Пушкăртстанри пĕр районта тухтăр амбулаторийĕ хăпартаççĕ

 Медицинăн пĕрремĕш звенине çĕнетекен «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн витĕмĕпе Федоровка районĕнчи Дедово ялĕнче ялти тухтăр амбулаторийĕ пулĕ. Çак хыпара Федоровка район администрацин пресс-служби пĕлтернĕ.

Строительствăн тĕп тапхăрне пурнăçланă. Çурта хăпартас, тăррине витес, фасада ăшăтас, шывпа канализаци пăрăхĕсене тăсас ĕçсене туса ирттернĕ. Халĕ шыв, электричество кĕртес, ăшăту системине, сантехникăна хута ярас ĕçсем пыраççĕ.  Çывăх вăхăтра таврари территорие тирпей-илем кĕртме пуçлĕç.

Çавăн пекех 2024 çулта  çак районти Каралачик ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартасси пирки район администрацине пĕлтернĕ.

- Ялти тухтăр амбулаторийĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлни центртан аякра вырнаçнă ял-сала çыннисене  тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме май парĕ. Çакă питĕрех те ватă, сусăр çынсене, ачаллă çемьесене  пырса тивет, - пĕлтернĕ Федоровка район больницин тĕп врачĕ Олег  Белоусов.

 Кăçал «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн витĕмĕпе Пушкăртстанра пурĕ çичĕ сывлăх сыхлав объекчĕ хăпартма,  тăхăр медицина организацин объектĕнче  тĕплĕ юсав  ĕçĕсем ирттерме, 130 хăвăрт хăпартмалли модуль конструкцине туянса вырнаçтарма, 4000 медицина оборудованине тата 206 автотранспорт единицине туянма палăртаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: