+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ФАПăн малтанхи çурчĕ юхăннă, юсама юрăхсăр пулнă.
Çĕнĕ пунктăн лаптăкĕ 70 тăваткал метрпа танлашать. Кунта фельдшер, процедура кабинечĕсем, холл тата санитари пÿлĕмĕ вырнаçĕç. Нукатовăри ФАП тата икĕ поселокра, Арышпаровăпа Аисовăра, пурăнакансене пурĕ 170 яхăн ҫынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ.
— Кăçал Белорецк районĕнчи Уткалево, Кузгун-Ахмерово, Габдюково тата Азналкино ялĕсенче çĕнĕ модульлĕ ФАПсем ĕçлеме пуçларĕç. Çулталăк вĕçлениччен Кагармановăра, Новобельскра, Рысакаевăра тата виçĕ ФАП хăпартма палăртнă, — пĕлтернĕ Белорецк район администраци пуçлăхĕ Андрей Иванюта.