Учреждени коллективĕ асăннă процедурăна вăрах вăхăт хатĕрленнĕ. Çак ĕçре Дмитрий Рогачев ячĕллĕ Ача-пăча гематологи, онкологи тата иммунологи наци медицина тĕпчев центрĕн специалисчĕсем пысăк пулăшу панă. Вунă çулхи пациентка асăннă процедурăна лайăх тÿссе ирттернĕ.
- Влаçсен тĕп тĕллевĕ – йывăр чирсемпе асапланакан ачасене чи лайăх условисем туса парасси. Халиччен çакăн пек пациентсем сиплеве ытти регионсенче çеç илме пултарнă. Халĕ Ĕпхÿре Ача-пăча онкологи тата гематологи центрĕ уçнă хыççăн хамăр республикăрах сипленме пулать. Операцие ирттернĕ тухтăрсемпе медицина сестрисене саламлатăп! Пĕчĕк пациенткăна сывлăх сунатăп! Пирĕн ачасем ан чирлеччĕр, - çырнă социаллă сетьсенче республика ертÿçи.