Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
7 Августӑн , 09:50

Пушкăртстанра 129 медицина ĕçченĕ 144,5 млн тенкĕлĕх пулăшу илĕ

Пушкăртстан Республикинче кăçал 129 медицина ĕçченĕ пĕтĕмĕшле 144,5 миллион тенкĕлĕх пулăшу илĕ. ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, регионта «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн 33 тухтăрпа 46 фельдшер (акушер) тÿлевсем илме тивĕçеççĕ.

Пушкăртстанра 129 медицина ĕçченĕ 144,5 млн тенкĕлĕх пулăшу илĕ
Пушкăртстанра 129 медицина ĕçченĕ 144,5 млн тенкĕлĕх пулăшу илĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров палăртнă тăрăх, сывлăх сыхлавĕнчи кадр ыйтăвĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикамедицина ĕçченĕсене тивĕçтерекен пулăшу мерисем енĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕнĕ.ÇаплаРадий Фаритович хушăвĕпе килĕшÿллĕн терапевтсем, педиатрсем, пысăках мар медицина учрежденийĕсенче ĕçлекен пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсем çавăн пекех тÿлеве илме пултараççĕ.

 - «Пĕчĕк медицина организацийĕсем валли тухтăрсем» программăна пĕлтĕр хута ятăмăр, унăн тĕллевĕ - ялта медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси. Çак программăпа медицина ĕçченĕсем лайăх пулăшу илессе шанма пултараççĕ. 25 пин çынран кая мар çирĕплетнĕ медицина учрежденийĕсен специалисчĕсем виçĕ çул хушши çулталăкне 1 млн тенкĕ илеççĕ, - тенĕ Радий Хабиров.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: