- Темиçе çул каялла сывлăх енчен хавшакрах ачасен амăшĕсемпе тĕл пулнă чухне Ĕпхÿре çĕнĕ реабилитаци центрĕ хăпартма шантарнăччĕ. Ăна Сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсене тимлĕх уйăрмалли çулталăкра октябрь уйăхĕнче уçăпăр. Центра «Салют» санаторипе сывлăха сиплемелли лагерĕн никĕсĕ çинче хăпартатпăр. Вăл Пушкăртстанри чи пысăк медицина учрежденийĕсемпе юнашар вырнаçĕ, - каласа панă регион ертÿçи.
Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, реабилитаци центрĕнчи старционар уйрăмĕнче 80 койка-вырăн пулĕ. Çурмастационар вара кунне 250 пациента йышăнĕ. Унта чире тупса палăртнă хыççăн ачасене медицина тата социаллă реабилитаци пулăшăвĕ парĕç.
Çавăн пекех унăн никĕсĕ çинче 192 ача валли адаптациленĕ программа тăрăх кĕçĕн, вăтам, тĕп тата хушма вĕренÿ енĕпе пĕлÿ центрĕ ĕçлĕ.