Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
22 Августӑн , 11:35

Республикăри санитари авиацийĕ 93 вĕçев тунă

Пушкăртстанри санитари авиацийĕ республика çыннисене пысăк пулăшу парать. Кăçал вăл 93 вĕçев тунă, 1 450 хутчен пулăшу пама тухса кайнă.

Республикăри санитари авиацийĕ 93 вĕçев тунă
Республикăри санитари авиацийĕ 93 вĕçев тунă

«Хăш-пĕр чухне çынна аварисенче тата ытти пăтăрмахсенче çăлса хăварма тухтăрсен темиçе сехет пур, чылай чух темиçе минут çеç. Кун пек чухне санитари авиацийĕ çеç пулăшма пултарать. Санавиаци тухтăрĕсем эрнипе, канмалли тата уяв кунĕсенче те талăкĕпех ĕçлеççĕ. Кирек хăш вăхăтра та çула тухма, консультаци пама хатĕр», - тесе çырнă ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Санитари авиацийĕ республика больницисемпе районсенчи медицина учрежденийĕсем хушшинчи ĕçе йĕркелесе пырас енĕпе пысăк тÿпе хывать. Çакă васкавлă лару-тăрусенче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хирурги специалисчĕсем талăкĕпе дежурствăра тăраççĕ, яланах вĕçме хатĕр. Унсăр пуçне çак ĕçе Ĕпхÿ больницисенче ĕçлекенсене те явăçтараççĕ.

Санитари авиацийĕ – «Пĕрремĕш медицина тата санитари пулăшăвне аталантарасси» федераллă проектăн тĕп юхăмĕсенчен пĕри. Вăл «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕрет. Юлашки пилĕк çул хушшинче Пушкăртстанри санитари авиацийĕ пĕтĕм республикипе 650 вĕçев тунă, 12 пин ытла хутчен пулăшу пама тухнă.

«Санитари авиацийĕн тухтăрĕсене пысăк тав, республикăра пурăнакансене çирĕп сывлăх сунатăп», - палăртнă Радий Хабиров.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: