Реабилитацин пĕрремĕш тапхăрне травматологи уйрăмĕсенче, юн тымарĕсене сиплессипе ĕçлекен регионсенчи тата пуçламăш центрсенче иртеççĕ. Çавăн пекех вăрçа ветеранĕсен госпиталĕнче, кардиологи тата онкологи диспансерĕсенче тĕрĕсленсе сипленме те пулать. Иккĕмĕш тапхăра стационарлă майпа йĕркелеççĕ. Реабилитацин виççĕмĕш тапхăрне кăнтăрлахи стационарсенче, амбулатори мелĕпе е санаторипе курорт организацийĕсенче ирттереççĕ.
2023 çулта реабилитаци ĕçне йĕркелеме ултă медицина организацийĕнче 191 тĕрлĕ хатĕр вырнаçтарнă, кăçал тата çичĕ сывлăх сыхлав ужрежденине 198 оборудовани килмелле. Çитес çул 10 медицина учрежденине çакăн йышши кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерĕç, 2026 çулта – вун пĕр сывату организацине. Çак ĕçсене «Сывлăха юсамалли чи лайăх медицина реабилитацийĕ» регионти программăпа усă курса пурнăçа кĕртеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.