Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
16 Сентябрӗн , 14:10

Çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ

Мелеуз тĕп район больницинче çĕнĕ маммограф ĕçлеме пуçланă. Паянхи куна тивĕçтерекен оборудование «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе вырнаçтарнă.

Çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ
Çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ

Малашне пациентсен сывлăхне цифрăллă майпа тĕрĕслĕç. Çакă тĕпчев процесне хăвăртрах йĕркелеме пулăшĕ. Унсăр пуçне çĕнĕ аппарат тухтăрсене кăкăр чирĕсене çийĕнчех тупса палăртма май парĕ.

Цифрăллă маммографăн тĕп уйрăмлăхĕ – 10 минут ытла пыракан тĕпчев вăхăтĕнчи радиаци пайăркисен тиевĕ пĕчĕк пулнинче.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: