Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
19 Сентябрӗн , 12:30

Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Шаран районĕнчи Наратастă ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ асăннă тăрăхра вун пĕрмĕш шутланать. Ăна «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» республика программи шайĕнче хăпартнă.

Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Медицина çуртне уçассипе çыхăннă уяв мероприятине Шаран район администраци пуçлăхĕ Марат Ахмадуллин, администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Филюс Хакимгареев, Шаранти тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Радик Янгиров тата Шаран ял Канашĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Ильшат Бадриев хутшăннă.

Наратастă ялĕн çыннисемпе хăнисене Марат Ахмадуллин саламланă:

 - Ял çыннисемшĕн паянхи куна тивĕçтерекен модульлĕ ФАП уçăлни – савăнăçлă пулăм. Халĕ Наратастă çыннисем хăтлă условисенче медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

Шаранти тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Радик Янгиров палăртнă тăрăх, районта тата виçĕ ФАП хăпартаççĕ (Кир-Трявли, Сакты тата Мещерово ялĕсенче). 2030 çул тĕлне Шаран тăрăхĕнче тата 18 медицина çурчĕ туса лартма палăртаççĕ. Наратастă ялĕнче 700 ытла çын пурăнать. Унчченхи ФАП вырăнти шкулта вырнаçнă пирки пациентсене йышăнма вырăн çителĕклĕ пулман. Ял çыннисене Ильвина Басырова фельдшер пулăшу парать.

Ялти аслă ăру çыннисем, ветеринари отраслĕн ветеранĕ Владимир Егоров, Раиса Демьянова тата Мавлида Галлямова тăтăшах  вырăнти ФАПа çÿреççĕ. Вĕсем уйрăмах хаклă парнешĕн савăнаççĕ. Сумлă ватăсем Ильвина Басырована ырă кăмăллă, çепĕç пулнăшăн, унăн ылтăн аллисемшĕн чунтан тав тунă.

Наратастă ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă анне Светлана Якупова Тимур мăшăрĕпе сакăр ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратаççĕ. Хĕрарăм фельдшертан тăтăшах пулăшу ыйтнине пĕлтернĕ.

 - Ялта çакăн пек фельдшер пурри пире, аннесене, хамăр ачасемшĕн пушшех пăлханма кирлĕ маррине çирĕплетет, - тенĕ нумай ача амăшĕ.

Шаран районĕ, Наратастă ялĕ.

 

 

 

Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Наратастă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: