Асăннă акцине куçса çÿрекен сывлăх центрĕсемпе ФАПсем, Г.Г. Куватов ячĕллĕ республика клиника больницин тата кардиоцентрĕн флюорографĕсемпе маммографĕсем, диагностика комплексĕсем хутшăннă.
– «Сывлăх поезчĕ» акци вăхăтĕнче специалистсем 322 ял-салара 169 408 йышăну йĕркеленĕ. Унсăр пуçне 41 430 тĕпчев ирттернĕ. Çав шутра – 25 пин флюорографи тата 15 пин маммографи. Иртнĕ çулхи кăтартупа танлаштарсан, граждансен йышĕ тата ял-саласен географийĕ ÿснĕ. Йышăнусен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн юнра глюкоза шайĕ ÿснĕ – 4 093, холестерин шайĕ ÿснĕ – 5 500, ÿт йывăрăшĕ ытлашши пулнă – 6 908, юн пусăмĕ ÿснĕ 7 153 тĕслĕхе шута илнĕ. 196 çынра усал шыçă, 716 çын сахăр диабечĕпе чирленине, 11 çынра туберкулез аталаннине, 3 276 çын юн пусăмĕ пысăк пулнипе ытти чирсем аталаннине тупса палăртнă, – каласа панă Роберт Иштуков.