Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
14 Октябрӗн , 10:40

Пушкăртстан шкулсенчи шăл кабинечĕсем валли 132 млн тенкĕ тăкакланă

Регионти шкулсенче шăл тухтăрĕсем ĕçлекен 237 лицензиллĕ стоматологи кабинечĕ ĕçлет. Пилĕк çул хушшинче республикăра çĕнĕ оборудованипе, дизайнпа тивĕçтернĕ 110 шăл кабинечĕ уçăлнă.

Пушкăртстан шкулсенчи шăл кабинечĕсем валли 132 млн тенкĕ тăкакланă
Пушкăртстан шкулсенчи шăл кабинечĕсем валли 132 млн тенкĕ тăкакланă

- Пушкăртстан бюджетĕнчен асăннă проекта пурнăçа кĕртме 132 миллион тенке яхăн уйăрнă, - палăртнă Министрсен кабинечĕн ертÿçи Андрей Назаров

Регионти вĕрентÿпе наука министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ильдар Мавлетбердин каланă тăрăх, стоматологи кабинечĕсене çĕнетес ĕçе кăçал пуçланă. Вĕсенчен 16-шĕ ачасене йышăнма тытăннă та.

 Шкулсенчи стоматологи кабинечĕсене çĕнетни хăтлă условисенче, поликлиникăра черетре тăмасăр ачасен шăлĕсене тĕрĕслеме, сиплеме май пани,  çавăн пекех унта профилактика ĕçĕ, шăл-çăвара тасатма та вĕрентни çинчен Пушкăртстанри вĕрентÿ министерствинче пĕлтернĕ.

- 2025 çулта тата 16 шкулти шăл кабинетне çĕнетме палăртатпăр, çак ĕç валли укçа-тенкĕ уйăрса хунă, - пĕтĕмлетсе каланă Ильдар Мавлетбердин.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: