Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
25 Октябрӗн , 11:50

Ачасем валли тунă «Салют» çĕнĕ реабилитаци комплексне тивĕçлĕ хак панă

Стратегиллĕ пуçарусен агентствин директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн ĕçтешĕсемпе «Чăрмавсене çĕмĕрсе» («Ломая барьеры») III Пĕтĕм Раççейри курав-форум вăхăтĕнче  «Салют» комплексра пулнă.

Ачасем валли тунă «Салют» çĕнĕ реабилитаци комплексне тивĕçлĕ хак панă
Ачасем валли тунă «Салют» çĕнĕ реабилитаци комплексне тивĕçлĕ хак панă

ПР правительствин тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Назаров реабилитаци учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Хăнасем регион ертÿçин пуçарăвĕпе «Салют» санатори никĕсĕ çинче хăпартнă реабилитаципе вĕрентÿ центрĕ Раççейри сывлăха çирĕплетмелли чи лайăх лапамсенчен пĕри пулнине хăйсен куçĕпе курса хак панă. Центр мĕн тума пултарнипе паллашнă, учрежденин территорине пăхса çаврăннă, реабилитаципе медицина блокĕсене çитсе курнă. Çавăн пекех вĕсем стационарти палатăсенче пулса «хăйне евĕр» ачасемпе калаçнă.

ПР правительствин пресс-центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Светлана Чупшева центрти условисене пысăка хурса хак панă. Вăл стандартлă программăпа специалистсем хатĕрлес ĕçре пулăшма шантарнă.

Виçĕ хутлă «Салют» çурчĕ 25 пин тăваткал метр лаптăк йышăнать, вăл вырăнтан вырăна куçма йывăр пациентсем ыйтнине тивĕçтерет. Кунта 6,5 пин сусăр ачасен сывлăхĕсене сиплеме тата çирĕплетме палăртаççĕ. Центр çуртĕнче вĕрентÿ тата медицина пулĕмĕсем, стационар, спортпа гимнастика залĕсем, бассейн, пултарулăх мастерскойĕсем (унта йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталаççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, чечексем ÿстереççĕ, тăм савăт тăвас ĕçе хăнăхаççĕ) вырнаçнă. Учрежденин территоринче хĕллехи сад, хускануллă вăйăсем вылямалли темиçе ача-пăча лапамĕсем пур.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: