+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕнĕ компьютерсене республикăри медицина информаци системипе çыхăнтарнă. Ун урлă тухтăрсем пациентсене йышăнăва çырăнтарма, электронлă карттăсем илсе пыма, направленисемпе çăмăллăхлă рецептсем çырса пама, телемедицина консультацийĕсем ирттерме пултараççĕ.
Учалă больницин тĕп тухтăрĕ Эльдар Кулгулдин çĕнĕ техника больница ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерме пулăшать тесе шутлать.
Пушкăртстанри больницăсем 10 çул ытла сывлăх сыхлавĕн пĕрлĕхлĕ цифрăллă системинче ĕçлеççĕ. Унта 205 больница пĕрлешнĕ, системăпа 25 пин ытла çын усă курать, унта 4,5 млн электронлă медицина карттине регистрациленĕ.