Кунта невролог-тухтăрсене, юн тымарĕсен хирургĕсене, рентгенологсене, нейрохирургсене, пайăрка диагностикин тата рентгенэндоваскулярлă диагностикăпа сиплев специалисчĕсене ĕçлеме чĕнсе илнĕ.
Центрта искусствăлла интеллект технологийĕпе усă курĕç. Республикăри пульницăсенчен даннăйсене кунта ярĕç, специалистсем аякри районсенче пурăнакан пациентсен чирĕсене кĕске вăхăтра диагноз лартма пултарĕç.
ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин каланă тăрăх, юн çаврăнăш чирĕсем чи çивĕч медицина ыйтăвĕ шутланаççĕ. Пушкăртстанра юн тымарĕсен сакăр центртан тăракан сечĕ тата юн тымарĕсен пуçламăш вунă уйрăмĕ ĕçлеççĕ. Асăннă центрăн тĕллевĕ – миме юн çаврăнăшĕ пăсăлсан тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси.
Центрăн ĕç алгоритмне Ĕпхÿре тăватă çул тăршшĕ хатĕрленĕ.
- Ку сайра тĕл пулакан проект, ĕçе пуçласа турăмăр, шалкăм çапсан çакăн евĕр пулăшу парасси Раççей Федерацинче тек çук, - палăртнă ведомство ертÿçи. – Пур пек центрсем пĕр тĕрлĕ – геморраги инсульчĕ чух çеç пулăшу пама пултараççĕ, вĕсен пĕрлĕхлĕ информаци системи те çук.
Центр талăк тăршшĕпех ĕçлет, консультацисене васкавлă йĕркепе парĕç. Сывлăх сыхлав министерствинче специалистсен кадр çитменлĕхĕ чух çак çĕнĕлĕх питĕ вырăнлă тесе шутлаççĕ.