Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
26 Ноябрӗн 2024, 10:14

Пушкăртстанра васкавлă пулăшу çĕнĕлле ĕçлет

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçне çĕнетни çинчен каласа панă.

Пушкăртстанра васкавлă пулăшу çĕнĕлле ĕçлет
Пушкăртстанра васкавлă пулăшу çĕнĕлле ĕçлет

Пурĕ республикăра тăхăр муниципаллă уйрăм ĕçлет. Çакă васкав чух вăхăта перекетлеме май парать. Кăçал Пушкăртстанра хамăр çĕршыври программăпа ĕçлекен çĕнĕ автоматизаци системине хута янă. Малтанхипе танлаштарсан унăн 100 ытла функци пур, вăл пациента тимлĕх уйăрассине 55 минутран 40 минута хăвăртлатать. Шăнкăравласа чĕннине виçĕ минутран икĕ минута кĕскетет. Автоматика пациент патне çитес вăхăта шутласа кăларать те çывăхрах бригадăна адреспа ярать.

Медицина ĕçченĕн пациентпа ирттерекен вăхăчĕ те кĕскелнĕ, 46 минутран 36 минут юлнă. Асăннă система шăнкăравăн аудиоçыравне тепĕр хут итлеме май парать. Статистика кăтартнă тăрăх, çынсем васкавлă пулăшу çине икĕ хут сахалрах ÿпкелешеççĕ.

- Халĕ медицина ĕçченĕсем пациентсем патне хăвăртрах çитеççĕ, диагноза тĕрĕсрех  лартма ункайлăрах. Малта ĕçсем чылай-ха,  пурнăçламалли ыйтусем нумай, - палăртнă Радий Хабиров.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Здравоохранение

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: