Пушкăртстанра Сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсене тимлĕх уйăрмалли çулталăкра тематика эрнинче регионти Ĕç министерстви, общество организацийĕсем, республикăри ыркăмăллăх фончĕсем пуçарнă темиçе мероприяти йĕркелеме палăртнă.
Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем: хăлхисем начар илтекенсем валли республика шайĕнчи КВН, «Уçă ытлари кун» акци, инвалид çынсем валли ваканси ярмарки, сусăрсем тата вĕсен çемйисем валли «Кăмăллă сăнÿкерчĕк» фотоконкурс, сусăр ачасене пăхса ÿстерекен хĕрарăмсем хушшинче илемпе пултарулăх конкурсĕ, «Хăйне евĕрлĕ художник» инвалид-ачасен ĕçĕсене сутăва тăратнă выставка тата ыттисем.
Унсăр пуçне Ĕпхÿре декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсене халалланă эрнере «Социаллă турттаракан» проект хута янă.