-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Хĕр пĕрчине нумай хут хăснипе тата вăйсăр пулнипе пульницăна çитернĕ. Рентген иртнĕ хыççăн хĕр ача магнит шарикĕсене çăтса яни паллă пулнă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ конструктор пайĕсене «çисе» яни çинчен чухламан та. Пыршăлăхăн тĕрлĕ пайĕсенче пулнă май вĕсем пĕр-пĕринпе çыпăçса ларнипе çинĕ апат иртми пулнă, пыршăсене шăтарнă. Хĕр пĕрчине васкавлă операци туса ирттернĕ. Икĕ сехет хушшинче пыршăлăхран ют япаласене кăларнă, пыршăри виçĕ шăтăка çĕлесе хунă.
Халĕ хĕр ача реанимацире выртать, унăн вăрах вăхăт реабилитаци иртме тÿр килĕ.