+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Халĕ учительсемпе ачасем вĕрентÿ процесне татмасăр асăннă шкулта васкавлă стоматологи пулăшăвĕ илме тата шăлсене планпа килĕшÿллĕн сиплеме пултараççĕ.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, йышăнăва Регина Гумерова шăл тухтăрĕ илсе пырĕ. Вăл шăлсене сипленисĕр пуçне профилактика калаçăвĕсем те ирттерĕ.
Паянхи кун республикăри шкулсенче 237 стоматологи кабинечĕ ĕçлет.