Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
13 Декабрӗн 2024, 16:45

Шăк хăмпинчен капрон çип кăларнă

Пушкăртстанри  тухтăрсем хĕрарăмăн шăк хăмпинче капрон çип асăрханă. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче Салават хула больницин тĕп тухтăрĕ пĕлтернĕ.

Шăк хăмпинчен капрон çип кăларнă
Шăк хăмпинчен капрон çип кăларнă

Урологи уйрăмне час-часах шăрас килнипе тата хырăмĕн аялти пайĕ ыратнипе 85 çулхи хĕрарăма илсе килнĕ. Пенсионерка каланă тăрăх, вăл пĕрре мар сипленнĕ, анчах та сиплевĕн усси вăраха пыман. Маларах вăл хырăмлăх органĕсен темиçе операцине тÿссе ирттернĕ пулнă.

Тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн малтанхи диагноз лартнă – вăраха кайнă цистит, вĕче таврашĕ вăрах вăхăт ыратни. Диагностикăлла цистоскопи ирттерме йышăннă.

Специалистсем шăк хăмпи тĕпĕнче 1 сантиметр тăршшĕ капрон çип тупнă. Ăна ÿте касмасăрах шăк çулĕпе янă.

Операци ăнăçлă иртнĕ, икĕ талăкран хĕрарăма килне янă, уролог патĕнче тĕрĕсленсе тăма хушнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: