Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
17 Декабрӗн 2024, 08:40

Пушкăртстанăн çурçĕр енче ФАП уçăлнă

Татăшлă районĕнчи Çĕнĕ Кайпаново ялĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе туса лартнă. Унчченхи 1985 çулта хăпартнă ФАПра шыв тата канализаци пăрăхĕсем пулман.

Пушкăртстанăн çурçĕр енче ФАП уçăлнă
Пушкăртстанăн çурçĕр енче ФАП уçăлнă

Медицина пункчĕ Çĕнĕ Кайпаново ялĕнче пурăнакан 400 ытла çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет, вĕсенчен 105-шĕ – ача. Медицина çуртĕнче «Земство фельдшерĕ» программăпа килнĕ Файруза Сайфиева ĕçлет. Унăн пĕтĕмешле ĕç стажĕ 14 çулпа танлашать.

 «Цифрăллă ФАП» проект витĕмĕпе ялта пурăнакансем цифрăллă медицина пулăшăвĕсемпе усă курĕç. Фельдшер дистанци мелĕпе вăхăтлă ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен хутсене уçма, электронлă рецептсем çырса пама, тухтăрпа телемедицина консультацийĕсем ирттерме, медицина кăтартăвĕсене ярса пама пултарать.

 Кăçал республикăра пурĕ 107 ФАП, пĕтĕмĕшле практикăн 4 тухтăр офисне, 19 врач амбулаторине тата 1 участок больници хăпартма палăртнă.

ПР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта 115 ФАП, пĕтĕмĕшле практикăн ултă тухтăр офисне, 10 врач амбулаторине уçма план тунă.   

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: