Çĕнĕ ФАП Арсланово çыннисене кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакансене те медицина пулăшăвĕ парĕ. Пĕтĕмĕшле 404 çын, çав шутра 35-шĕ - ачасем. Пациентсене Светлана Мещерекова йышăнĕ, унăн медицинăри ĕç стажĕ 20 ытла çулпа танлашать. Вăл Арслановăри ФАПа 2021 çулта «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçлеме килнĕ.
Кармаскалăри район центрĕн тĕп тухтăрĕ Феликс Сакаев каласа панă тăрăх, унчченхи ФАП 1991 çулта хăпартнă культура çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Вăл паянхи самана ыйтнине тивĕçтермен.
«Çĕнĕ ФАПра ĕçлеме тата пациентсене йышăнма кирлĕ условисем тунă. Çурта шыв тата канализаци системисемпе çыхăнтарнă, ăна электричествăпа ăшăтма пулать, пÿлĕмсене мĕн кирлипе тата сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ», - каласа панă Кармаскалă тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ.