Вĕсен шутне ытларах 35 çула çитмен çамрăк çынсем кĕреççĕ. Наркăмăшлă япалапа «ушкăнпа пĕрле пулас», аслăрах курăнас, «проблемăсемпе кĕрешес», çивĕч туйăмсем тутанса пăхас тесе усă кураççĕ. Наркоман çынсемпе калаçма, хутшăнма пăрахать.
Наркомани – психоактивлă япала патне чăтайми туртăнни. Çынра наркомани аталаннин тĕп палли: наркотика хăнăхни, черетлĕ дозăна пысăклатни, унпа час-час усă курни, ăна пăхăнни, унсăр хăйне начар туйни, асаплану («ломка») пуçланни, - палăртнă ведомствăра.
Наркотиксемпе усă курни муç мимине сиенлет, ăспа тимлĕх чакать, этеме ним те кăсăклантармасть. Агресси, тарăху, депресси вăйланать, çын хăйне япăх тыткалама пуçлать, шалти органсем сиенленеççĕ.