Урал сасси
+10 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
28 Января 2025, 05:01

Тепĕр тухтăр амбулаторийĕ уçăлнă

Пушкăртстанри Федоровка районĕнче  «Хастар та вăрăм ĕмĕр» наци проекчĕн витĕмĕпе ялти тухтăр амбулаторийĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакăн çинчен район администрацинче пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Тепĕр тухтăр амбулаторийĕ уçăлнăТепĕр тухтăр амбулаторийĕ уçăлнă
Тепĕр тухтăр амбулаторийĕ уçăлнă

Çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ Дедово ялĕнче вырнаçнă. Вăл сакăр ялта пурăнакан 400 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Фельдшерпа акушер пункчĕ Каралчик ялĕнче вырнаçнă.

Çĕнĕ ФАПа тата ялти тухтăр амбулаторине кирлĕ медицина оборудованийĕпе, сĕтел-пуканпа инструментсемпе,  эмелсемпе тивĕçтернĕ, - палăртнă Федоровка районĕн администрацинче.

Пушкăртстан модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсемпе тухтăр амбулаторийĕсем тăвассипе малта пыракан регион шутланать.

- Юлашки çулсенче çеç  пĕрремĕш звенон  19 тĕплĕ объектне хута янă. 2025 çулта республикăра хальхи вăхăта тивĕçтерекен оборудованиллĕ  тепĕр ултă çĕнĕ поликлиника, 135 модульлĕ ФАП хăпартĕç, - пĕлтернĕ иртнĕ çулхи  декабрь уйăхĕнче сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.

Автор:Инга Алексеева