Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
30 Кӑрлач , 17:00

Тата тепĕр тĕп район больници медицина оборудованийĕ илнĕ

Баймакри тĕп район больници «Вăрах тата активлă пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе паянхи саманана тивĕçтерекен виçĕ УЗИ-аппарат илнĕ. Çакăн пирки ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Тата тепĕр тĕп район больници медицина оборудованийĕ илнĕ
Тата тепĕр тĕп район больници медицина оборудованийĕ илнĕ

Çĕнĕ оборудовани чирĕн малтанхи тапхăрĕнчех тĕпчевсем ирттерме май парать. Вăл пулăшнипе шалти органсен улшăнăвĕсене тишкерме пулать. Çакă диагноз лартма çăмăллатать тата тухăçлă сипленме май парать. УЗИ-аппаратпа усă курса тухтăрсем хăтлăрах та тухăçлăрах ĕçлеççĕ тесе палăртнă ведомствăра.

 - Хальхи УЗИ-аппаратсем диагностика оборудованийĕн арсеналне пуянлатаççĕ, ультрасасă тĕпчевĕсем ирттерме анлă майсем уçаççĕ, - тенĕ Баймакри тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Ильшат Рыскужин.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: