Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
1 Нарӑсӑн , 16:05

Пушкăртстанри донарсем çулталăкра 73 пин хут юн панă

Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта вăтамран юн ярасси 118 пинпе танлашать. Çавăнпа та медицинăра донар юнĕ питĕ те кирлĕ. Юн çителĕклĕ пултăр тесе юн илмелли станцисем ăна яланах  40 тонна яхăн запасра тытаççĕ.

Пушкăртстанри донарсем çулталăкра 73 пин хут юн панă
Пушкăртстанри донарсем çулталăкра 73 пин хут юн панă

Раççейре донарсене волонтерсемпе танлаштарнă: вĕсен хăш-пĕр укçа-тенкĕ тăкакĕсене саплаштараççĕ, тĕрлĕ майпа хавхалантараççĕ, юн панă кун канмалли кунпа усă кураççĕ.

Пушкăртстанра «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята 12 пин ытла çын тивĕçнĕ. Вĕсенчен кашниех 40 хут ытла юн тата 60 хут ытла плазма панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: