Унчченхи ФАП 1992 çулта туса лартнă çуртра вырнаçнă пулнă. Паянхи саманана тивĕçтерекен объекта хальхи требованисемпе тата стандартсемпе килĕшÿллĕн хăпартнă. Унта пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама, медицина ĕçченĕсене хăтлă ĕçлеме мĕн кирли йăлтах пур. ФАПра фельдшер кабинечĕ, пăхăну, процедура, пациентсем вырнаçмалли, ĕçченсен, эмелсене упрамалли, ĕç хатĕрĕсене вырнаçтармалли пÿлĕмсем, санузел вырнаçнă. Сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнаймансем валли пандус та туса хăварнă.
Асăннă медицина çуртĕнче медицинăпа санитари пулăшăвне 360 çын илĕ, вĕсенчен 34-шĕ — ачасем. Унсăр пуçне кунта Кивĕ Тамьян, Кивĕ Тлявли тата Кир Тлявли ялĕсенче пурăнакансене пулăшу парĕç.