+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Иртнĕ çул сывлăх çирĕплетмелли учрежденисенче 36 пин ача каннă, çак хисеп 2023 çулпа танлаштарсан 6 пин нумайрах.
Пурĕ республикăра 2,5 пин ытла ача йышăнакан 11 санатори пур. Вĕсенче виçĕ çулхи ачасенчен пуçласа 17 çулхисем канаççĕ. Ултă ятарлă санатори пур, пиллĕкĕшĕ нумай профильлĕ, виççĕшĕнче тивĕçлĕ страхлав медицини (ОМС) шайĕнче ачасен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех ача-пăча санаторийĕсем ятарлă çар операцине хутшăннă çынсен ачисене йышăнаççĕ, 2022-2024 çулсенче çак категорие кĕрекен 2554 ачан сывлăхне çирĕплетнĕ.