Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
13 Нарӑсӑн , 11:57

Ултă çул хушшинче Пушкăртстанра сывлăх сыхлавне 33,4 млрд тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстан правительствинче «Сывлăх сыхлав» наци проект пурнăçланине пĕтĕмлетÿ тунă. 2019 çултан пуçласа  2024 çулччен республикăра асăннă сферăна  33,4 млрд тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 21,9 млрд тенкине  федераллă  бюджетран.

Ултă çул хушшинче Пушкăртстанра сывлăх сыхлавне 33,4 млрд тенкĕ уйăрнă
Ултă çул хушшинче Пушкăртстанра сывлăх сыхлавне 33,4 млрд тенкĕ уйăрнă

Пилĕк çул хушшинче 23 çĕнĕ учреждени хута янă, 99 объектра тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çавăн пекех организацисене 12,1 пин  оборудованипе, 481 санитари автомобилĕпе тивĕçтернĕ. Санавиаци вăйĕпе 682 пациента эвакуациленĕ.

Тин çуралнă ачасем вилесси республикăра палăрмалла чакнă. Ултă çул хушшинче 40 процент сахалланнă: 2019 çулта 1000 çуралнă ачаран 6,1-шĕ вилнĕ пулсан 2024 çулта çак хисеп 3,7 юлнă.

«Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ», «Пĕчĕк медицина организацийĕсем валли тухтăрсем», «Дефицитлă специальноçсем» «2012 çултан пуçласа 50 пин çын пурăнакан хуласене тата ялсене ĕçлеме килнĕ тухтăрсем» программăсемпе Пушкăртстанра  1861 специалиста ĕçе явăçтарма пултарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: