Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
19 Нарӑсӑн , 10:05

Пушкăртстанра çĕнĕ ФАП уçăлнă

Шаран районĕнчи Мещерево ялĕнче «Вăрăм та активлă пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе çĕнĕ ФАП ĕçлеме пуçланă. Çакăн пирки Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра çĕнĕ ФАП уçăлнă
Пушкăртстанра çĕнĕ ФАП уçăлнă

Фельдшерпа акушер пунктне ял халăхне пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама мĕн кирлипе йăлтах тивĕçтернĕ. Медицина çурчĕ 130 ытла çыннăн сывлăхне тимлесе тăрĕ, çав шутра 36-шĕ - ачасем.

«Вăрăм та активлă пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕ — граждансен вăрăм ĕмĕрĕн çĕнĕ кăтартăвĕсене çирĕплетесси. 2030 çул тĕлне Пушкăртстанра пурнăç вăрăмăшĕ 78 çулпа танлашмалла, 2036 çул тĕлне – 81 çулпа. Çĕнетнĕ наци проекчĕсем патшалăх пуçлăхĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2025 çултанпа пурнăçланаççĕ.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: