Иртнĕ çул республикăра тăхăр объектра тата çичĕ медицина учрежденинче тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă тата Кушнаренково ялĕнчи поликлиникăна хăпартса лартнă. Çавăн пекех 135 хăвăрт хăпартакан модульлĕ объект тунă, 206 автомобильпе сакăр пин ытла медицина оборудовани туяннă.
Медицина учрежденийĕсене ĕçченсене явăçтарас ĕç малалла тăсăлать – 2024 çулта учрежденисенче 55,38 пин çын ĕçленĕ: 16 177 тухтăр тата 39 203 медицина ĕçченĕ. «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ», «Пĕчĕк медицина организацийĕсем валли тухтăрсем» программăсемпе 279 медицина ĕçченĕ 280 млн тенкĕ тÿлев илнĕ.
Профилактика мероприятийĕсенче çулталăк хушшинче 1 млн 878 пин çын медицина тĕрĕслевĕ иртнĕ. Иртнĕ çул «Сывлăх поезчĕсем» ĕçленĕ чух медицина ĕçченĕсем 332 ял-хулара 169 пин çынна йышăннă. Тухтăрсем 41 пин тĕрĕслев ирттерсе тăватă пин ытла çынра социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене тупса палăртнă.
2025 çулта Пушкăртстанра ултă поликлиникăна туса пĕтерме, тăхăр медицина объектне юсама, 99 ятарлă машина туянма, 134 хăвăрт хăпартакан модульлĕ конструкци хута яма палăртаççĕ.