Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
13 Мартӑн , 14:15

Тĕп район больницине – «Элепс» электрохирурги аппарачĕ

Мрак тĕп район больницин хирурги уйрăмĕ «Вăрăм та активлă пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе «Элепс» электрохирурги аппарачĕ илнĕ. Çакăн пирки ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Тĕп район больницине – «Элепс» электрохирурги аппарачĕ
Тĕп район больницине – «Элепс» электрохирурги аппарачĕ

Специалистсем ăнлантарса панă тăрăх, электрохирурги аппарачĕ пысăк пахалăхлă энергин генераторĕ шутланать, унпа операцисем вăхăтĕнче усă кураççĕ.  Мрак тĕп район больницин хирургĕсем аппарата операци вăхăтĕнче юн юхма паманшăн тивĕçлипе хакланă. Çавăн пекех вĕсем оперсемаци хыççăн сурансем хăвăртрах тÿрленннине, инфекци ерес хăрушлăх чакнине те палăртнă. Мĕншĕн тесен ĕç вăхăтĕнче микроорганизм пĕтеççĕ.

«Çĕнĕ электрохирурги аппарачĕ хирургсен кулленхи ĕçĕнче питĕ кирлĕ оборудорвани. Унпа усă курни операцие хăрушсăртарах, тĕрĕс тата тухăçлăрах тăвать», - тесе палăртнă Мрак тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Наиль Абдуллин.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: