Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
29 Мартӑн , 14:00

Марс 100 çул тултарнă тĕле – çĕнĕ ФАП

2025 çулта Кушнаренко районĕнче тăватă фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартĕç. Муниципалитет пуçлăхĕ Марат Латыпов пĕлтернĕ тăрăх, медицина çурчĕсем Кувыковăпа Каратяки салисенче, Марспа Угузево ялĕсенче уçăлĕç.

Марс 100 çул тултарнă тĕле – çĕнĕ ФАП
Марс 100 çул тултарнă тĕле – çĕнĕ ФАП

- Кăçал Марс ялĕ никĕсленнĕренпе 100 çул пулать. Модульлĕ ФАП пĕр ĕмĕрлĕ юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ çынсемшĕн пысăк парне пулса тăрĕ. Вырăнта йĕркеленĕ условисенчен нумай килет – паянхи куна тивĕçтерекен оборудованисем те, пахалăхлă çурт та пулмалла. Унта çын килнĕ май çав е ку чире вăхăтлă тупса палăртмалла, çавăн пекех профилактика тĕрĕслевне иртмелле, - ăнлантарса панă Марат Латыпов.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: