Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
1 Апрелӗн 2025, 09:00

Йăмранра çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ

Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартаççĕ тесе пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

Йăмранра çĕнĕ ФАП хăпартаççĕЙăмранра çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ
Йăмранра çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ

Çĕнĕ медицина çурчĕ паянхи самана ыйтнине туллин тивĕçтерĕ. ФАП икĕ ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парĕ: Йăмран (унта 785 çын пурăнать) тата Ульяновка (89 çын).
– Асăннă ФАП уçăлсан вырăнта пурăнакансем çутă та хăтлă, мĕнпур кирлипе тивĕçтернĕ медицина çуртĕнче пулăшу илме пултарĕç, – тесе палăртнă Кармаскалă район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Феликс Сакаев.
Тĕп тухтăрăн сăмахĕсем тăрăх, Кармаскалă районĕнче 2025 çулта тата виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, тухтăр амбулаторийĕ хăпартĕç.
2025 çултан пуçласа поликлиникăсене юсасси, амбулаторипе ФАПсене хăпартасси «Вăрăм та активлă пурнăç» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетесси» регион программи шайĕнче пурнăçланать. Асăннă наци проекчĕ 2030 çул тĕлне çынсен пурнăç тăршшĕне 78 çула çити вăрăмлатасса шанаççĕ, 2036 çул тĕлне – 81 çула çити.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас