Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
5 Апрелӗн , 09:30

Пушкăртстан Абхазинче ача-пăча санаторийĕ тума палăртать

Абхазинче ача-пăча санаторийĕ тăвас ĕçре  пирĕн республика пулăшма пултарать. Çакăн çинчен Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Абхазинче ача-пăча санаторийĕ тума палăртать
Пушкăртстан Абхазинче ача-пăча санаторийĕ тума палăртать

- Кунта пирĕн ачасене сиплев ирттерме тивĕçлĕ инфраструктура пулсан аван пулмалла. Çавăнпа та Сухуминчи çĕнĕ аэропортран инçех мар 80 номерлĕ ача-пăча санаторийĕн проектне туса хатĕрленĕ. Ултă пин тăваткал метр йышăнакан сиплев учрежденийĕнче Пушкăртстан ачисен çулталăк тăршшĕпе канма тата сипленме май пулĕччĕ, - тенĕ Андрей Назаров .

Премьер сăмахĕ тăрăх, канупа туризм – Пушкăртстанпа Абхазин пĕрле ĕçленин тĕп юхăмĕ. Правительство пуçлăхĕ асăннă регион 1991 çулта Совет Союзĕнчен уйрăлнă тĕнчипе чи лайăх сывлăх сыхлав вырăнĕ шутланнине пĕлтернĕ. 2023 çулта кунта «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх. Туризм» программăпа усă курса республикăран пенсионер-туристсем килсе кайнă. Андрей Назаров çирĕплетнĕ тăрăх, халĕ «Пушкăртстанпа Абхазин вăрăм ĕмĕрлĕхĕ» пĕрлĕхлĕ программа тăвассипе ĕçлеççĕ. Регионсен хушшинчи турист çул çÿревĕсене икĕ енлĕ йĕркелесшĕн.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: