Россельхознадзор ĕçченĕсем «Светофор» лавккисенче сутма хатĕрленĕ кăлпасси тĕслĕхĕсене асăннă пĕр лавккара илсе Пушкăртстанри ФГБУ «ВНИИЗЖ» сăнав лабораторине тĕрĕслеме янă.
Тĕпчев вăхăтĕнче лабратори ĕçченĕсем «Мергез» тата «Краковская» çурма тĕтĕмленĕ кăлпассисене тĕрĕсленĕ. Анализ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вĕсенче апат-çимĕç тытăмне кĕмен чăх ДНКне асăрханă.
Лаборатори тĕрĕслевĕ кăлпассисенче палăртман апат-çимĕçсене çеç мар, хаклă компонентсене йÿнĕреххисемпе улăштарнине те тупса палăртнă. Çакă вара продукт суя пулнине пĕлтерет.
- Кунта сăмах «Светофор» лавкки валли хатĕрленĕ 816 килограмм кăлпасси пирки пырать, - пĕлтернĕ Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленин пресс-службинче. – Çавăн пекех Ĕпхÿри аш-какай комбинатĕнче туса кăларакан кăлпассисен ытти тĕслĕхĕсене лаборатори тĕрĕслевне илнĕ. Вĕсенче те суя хутăшсене асăрханă. Çак икĕ тĕрĕслев пĕр-пĕринпе ниепле те çыхăнман пулăмсем шутланаççĕ.