Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
9 Апрелӗн 2025, 03:00

Чишма район тĕп больницине – кольпоскоп

Чишма район тĕп больници «Вăрăм та активлă пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе паянхи саманана тивĕçтерекен кольпоскоп илнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

Чишма район тĕп больницине – кольпоскопЧишма район тĕп больницине – кольпоскоп
Чишма район тĕп больницине – кольпоскоп

Паянхи кун кольпоскопи гинекологире тĕрĕс диагноз лартмалли мелсенчен пĕри шутланать, онкологи чирне малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулăшать. Асăннă процедура ыраттармасть, ăна 20 минут хушшинче туса ирттерме пулать. Медицина ĕçченĕсем 30 çултан аслăрах пациентсене кашни çул кольпоскопи процедурине иртме сĕнеççĕ. Çав вăхăтрах онкологи чирĕ аталанас хăрушлăх пур хĕрарăмсем маларах хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрмалла.

Чишма район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Урал Шарипов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун сывлăх сыхлав сферинче онкологи чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕншĕн тесен çак вăхăтра сиплев тухăçлăрах пулма пултарать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас