Вĕсем питĕрех те çамрăксем хушшинче анлă сарăлнă. Анчах та республикăри обществăлла сывлăх тата медицина профилактикин центрĕн тĕп тухтăрĕ, медицина наукисен кандидачĕ Алиса Мамаева пĕлтернĕ тăрăх, чылай вейпсен шĕвекĕсенче табак изделийĕсенчи пекех никотин пур. Çавна пула вĕсем çавăн чухлех сиен кÿреççĕ. Раççейри обществăлла шухăша тĕпчекен центр (ВЦИОМ) кăтартăвĕсем тăрăх, çĕршывра пурăнакансенчен 6% вейп туртма кăмăллать, 18-24 çулхисен хушшинче вĕсен шучĕ 21%.
- Çамрăксемшĕн никотин питĕрех те сиенлĕ: вăл миме аталанăвне хулленлетет, ăс-тăна, тимлĕхе, эмоцисене начар витĕм кÿрет, канăçсăр пăшăрханупа депресси теветкеллĕхне ÿстерет. Çавăн пекех ароматизаторсемпе хими хутăшĕсем пĕвере, пÿресене тата эндокрин системине наркăмăшлаççĕ, шалти органсен ĕçне чăрмантараççĕ. Пульмонологсем никотинпа шăршă кÿрекен хутăшсене сывлани сывлав çулĕсен шыççи, вăрах вăхăт тăсăлакан ÿслĕк аталанасси, ÿпкесен ĕçне чакарасси патне илсе çитерет. Пире питĕрех те вейп туртса курнă çамрăксем çур çултан яланхи сигаретсене туртма хăнăхни пăшăрхантарать, - ăнлантарса панă Алиса Мамаева.