Юлашки виçĕ çул хушшинче регионта васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан медицина ĕçченĕсен шучĕ 18% ÿснĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕллевне пурнăçланă. 2024 çулта васкавлă пулăшу бригадисем 1 млн та 100 хут çула тухнă. Шăнкăравсенчен 132 148-не васкавлă пулăшăвăн диспетчер службинчен поликлиникăсене пĕлтернĕ.
Пĕлтĕр ытларах чĕре чирĕсемпе аптракансене тата аварие лекнисене пулăшу пама васканă. Пулăшу ыйтса шăнкăравланă чирлĕ çынсем патне 20 минут хушшинче çитнĕ тĕслĕхсем 92 процентпа танлашнă. Çакă васкавлă пулăшăвăн автоматизациленĕ системине çĕнетнипе çыхăннă.
Айрат Рахматуллин палăртнă тăрăх, васкавлă пулăшу памалли вăхăта 15 минут таран чакарĕç. Çавăн пекех паянхи кун документсене электронлă майпа çырса хатĕрлĕççĕ, ЭКГ кăтартăвĕсене дистанци мелĕпе çитереççĕ, «вулаççĕ». Çакă та ĕçе çăмăллатать.
ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров васкавлă медицина пулăшăвĕнче ĕçлекен фельдшерсемпе водительсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă.
- Вĕсен ĕçĕ питĕ йывăр. Нумай пулмасть эпир васкавлă пулăшура ĕçлекенсемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр, çивĕч ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Вĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе тата тепĕр çавра сĕтел йĕркелеме хатĕр, - тенĕ республика ертÿçи.