Урал сасси
+19 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
15 Апреля 2025, 09:00

Медицина колледжĕсенчен вĕренсе тухакансен йышĕ пысăк пулĕ

2025 çулта республикăри медицина колледжĕсенчен 2 338 специалист вĕренсе тухĕ тесе пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.

Добавить в предпочтительные источники Google
Медицина колледжĕсенчен вĕренсе тухакансен йышĕ пысăк пулĕМедицина колледжĕсенчен вĕренсе тухакансен йышĕ пысăк пулĕ
Медицина колледжĕсенчен вĕренсе тухакансен йышĕ пысăк пулĕ

Министерствăра ăнлантарса панă тăрăх, çакă Нефтекамскпа Учалă тата Октябрьски хулисенче, Месягутово салинче медицина колледжĕсен филиалĕсене уçнипе çыхăннă.  Вĕсенче паянхи кун 757 студент вĕренет, кăçал вара 142 çын «Сестринское дело» спецальноçа алла илсе дипломлă пулать.

Çав вăхăтрах кăçал кĕркунне Хайбулла районĕнчи Акъяр салинче Сибайри медицина колледжĕн филиалне уçма палăртаççĕ. Кунта 25 студентлăх пĕр бюджет ушкăнĕ йĕркелĕç, тăххăрмĕш класс выпускникĕсем «Сестринское дело» спецальностьпа пĕлÿ илĕç.

 - Мĕнпур студент та ĕçе вырнаçма хатĕрри çинчен калакан килĕшĕве алă пусĕ. Унта ĕç вырăнĕсем çырса хатĕрленĕ. Çакă студентсене практикăна малашнехи ĕç вырăнĕнче иртме май парать. Çапла майпа студентсем пулас профессипе тата коллективпа çывăхрах паллашаççĕ, - ăнлантарса панă ведомствăра.

Автор:Ирида Матниязова