

«Ачасен сывлăхĕ – чи пысăк хаклăх. Эпир чи йывăр лару-тăрура та килтен аякка каймасăр чире тĕрĕслеме тата сиплеме тăрăшатпăр. Çак ĕçре пире Ача-пăча онкологипе гематологи центрĕ тата Мускавпа Санкт-Петербургра стажировка иртнĕ специалистсем пулăшаççĕ. Центра малта пыракан оборудованипе тивĕçтернĕ, кунта сиплевĕн çĕнĕ мелĕсемпе: таргет терапийĕпе (таргетная терапия), иммунтерапипе, пысăк дозăллă химитерапипе (высокодозная химитерапия), ÿте касмасăр тăвакан операцисемпе (малоинвазивная хирургия) усă кураççĕ. Республикăра пуçласа шăмă мимине куçарса лартас (аутотрансплантация костного мозга) операцине туса ирттернĕ. Çакă малалла тунă питĕ пысăк утăм шутланать, - тесе çырнă ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин ача-пăча тĕп онкологĕ Рустем Байрамгулов каланă тăрăх, çĕнĕ центрта эмел терапин 10 çĕнĕ меслетне алла илнĕ. Халиччен регионта ирттермен операцисем тăваççĕ.
«Сайра хутра тĕл пулакан генетика синдромĕпе çыхăннă шыçăсене ытларах тимлĕх уйăратпăр. Çакăн пек чирсемпе чирлекен ачасем Пушкăртстанран çеç мар, ытти регионсенчен те килеççĕ. Раççейри малта пыракан центрсемпе çыхăну тытатпăр, мультицентр тĕпчевĕсене хутшăнатпăр, пирĕн пациентсем Пушкăртстанра тĕнче шайĕнчи сиплев илччĕр тесе тăрăшатпăр», -тенĕ Рустем Байрамгулов.