

Ведомствăра асăннă аппаратсем питĕрех те вырăнпа выртакан тата утса çÿреме йывăр ватă çынсене кирлине пĕлтернĕ. Çĕнĕ техникăпа усă курни тата вăхăтлă ирттернĕ диагностика чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парĕ, республикăри медицина пулăшăвĕ пурăнакансемшĕн меллĕрех пулĕ.
2025 çулта «ПР сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» программăпа ултă поликлиникăна хута яма, 134 модульлĕ конструкци туянса вырнаçтарма, тăхăр объектра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме, 4,5 пин оборудованипе 99 автотранспорт единици туянма палăртаççĕ.
Кăçал Кармаскалă район тĕп больницине «Вăрăм ĕмĕрлĕ хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе икĕ çĕнĕ ультра саслă диагностика аппарачĕпе тивĕçтернĕ.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Продолжительнаяиактивнаяжизнь