Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
26 Апрелӗн 2025, 08:00

Отпуск вăхăтĕнче больница тÿлевĕсене тÿлемелли йĕркене ăнлантарса панă

Пушкăртстан çыннисем отпуск вăхăтĕнче вăхăтлăха ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетсе электронлă майпа больница листи уçнипе çыхăннă тÿлевсене илме пултараççĕ.

Отпуск вăхăтĕнче больница тÿлевĕсене тÿлемелли йĕркене ăнлантарса панăОтпуск вăхăтĕнче больница тÿлевĕсене тÿлемелли йĕркене ăнлантарса панă
Отпуск вăхăтĕнче больница тÿлевĕсене тÿлемелли йĕркене ăнлантарса панă

Енчен те электронлă больница листине çулсерен паракан отпуск вăхăтĕнче çырса йĕркеленĕ пулсан, вăхăтлăха ĕçлеме пултарайманнипе çыхăннă тÿлеве чирленĕ е суранланнă кунран пуçласа тÿлĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен больница листин виçĕ кунне хăй çине илĕ, ыттине – Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕ.

Отпуск вăхăтĕнче чирлĕ çемье пайташне, çав шутра чирленĕ ачана пăхнăшăн тÿлевпе тивĕçтермеççĕ.  Ĕç çынни хăй чирленине çеç шута илеççĕ.

Вăхăтлăха ĕçлеме пултарайманнипе çыхăннă тÿлеве шутланă чух ĕç çыннин икĕ календарлă çулти вăтам ĕç укçине пăхаççĕ. Çавăн пекех тÿлев виçи гражданинăн страхлав стажĕнчен те килет: 8 çул ытла пулсан вăтам шалăвăн 100 процентне илме май пур, 5-8 çулпа танлашсан – вăтам ĕç укçин 80%, пилĕк çултан кемрех пулсан – 60%.

Асăннă тÿлеве илес тесен ĕç çыннин нимĕн тума та кирлĕ мар. Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕ ĕçпе тивĕçтерекен даннăйсене çирĕплетнĕ тата укçа-тенкĕ куçармалли реквизитсене ярса панă хыççăн 10 ĕç кунĕнче тÿлесе татать.

Электронлă больница листине хуптарсан отпуска больница кунĕсен шупĕче килĕшÿллĕн тăсма е урăх вăхăта куçарма май пур.   

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас