+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Май уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 17-мĕшĕччен мĕнпур çамрăк мăшăрсене, Пушкăртстанри ЗАГСсенче регистрациленнисене, диспансеризаци иртме сертификатсем параççĕ. Шăпах çак вăхăтра тухтăрсем ăрăва ĕрчетес енĕпе сывлăха тĕрĕслĕç. ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство вĕсем валли «Мăшăрланнă кун ячĕпе» текен салам открыткисем хатĕрленĕ.
Республикăра Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне çакăн пек хăйне евĕрлĕ майпа паллă тума шутланă. Çакă çамрăк мăшăрсене тимлĕх уйăрни çеç мар, çемье ачаллă пулассине планлама та пулăшĕ.
ПР Юстици патшалăх комитечĕн сăн ÿкерчĕкĕ.
Юрий СНЕГОПАД.