+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Инфарктран сиплемелли молекулăна Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн тата Китайри Ханчжоу педагогика аслă шкулĕн студенчĕсем «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн шутласа кăларнă.
Асăннă молекула кислород çитменнипе хăйĕн ĕçне пурнăçлама пăрахнă чĕре мышцисем çинчи убиквитина (белок) чакарма пулăшать. Çĕнĕ мел тĕрĕслевсем витĕр иртнĕ, хăйĕн тухăçлăхне кăтартнă. Çывăх вăхăтра клиника тĕпчевĕсем йĕркелĕç, çакăн хыççăн эмелпе медицина практикинче усă курĕç, тухтăрсем чĕре тĕртĕмĕн (ткань) ĕçне сыхласа хăварĕç.