Урал сасси
-5 °С
Ясно
Сывлăх сыхлавĕ
14 Мая 2025, 07:00

Сывлăх поезчĕсен тухтăрĕсем 14 пациентăн онкологи чирĕн хăрушлăхне асăрханă

Пушкăртстанри сывлăх поезчĕсен специалисчĕсем 19,1пин пациент сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Сывлăх поезчĕсен тухтăрĕсем 14 пациентăн онкологи чирĕн хăрушлăхне асăрханăСывлăх поезчĕсен тухтăрĕсем 14 пациентăн онкологи чирĕн хăрушлăхне асăрханă
Сывлăх поезчĕсен тухтăрĕсем 14 пациентăн онкологи чирĕн хăрушлăхне асăрханă

Кăçал вĕсем республикăри аякри районсенче 19 128 пациента йышăннă, 4 650 тĕрĕслев ирттернĕ. Çав шута - 3 032 флюорографи тата  16 113 маммографи тĕрĕслевĕсем кĕреççĕ. Çакăн çинчен регионти сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ.

- Икçĕр çирĕм тăхăр çыннăн юнри глюкоза шайĕ, 432 çыннăн холестерин шайĕ, 832 çыннăн юн пусăмĕ пысăк пулнă. Çавăн пекех 794 çыннăн ÿт виçи ытлашши пулнине регистрациленĕ, - палăртнă сывлăх сыхлав министерствинче.

Куçса çÿрекен тухтăрсен бригади 990 чире (вĕсенчен çурри социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ) тупса палăртнă. Вун тăватă çынра онкологи чирĕн хăрушлăхне, 27 çынра сахăр диабетне асăрханă.

Автор:Инга Алексеева