Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
17 Майӑн 2025, 10:00

Шаран больницине çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ

Пушкăртстанри Шаран районĕн тĕп больницине «Хастар та вăрăм ĕмĕрлĕ пурнăç» наци проекчĕпе виçĕ çĕнĕ электрокоагулятор çитернĕ. Çакăн çинчен республикăри сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ.

Шаран больницине çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕШаран больницине çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ
Шаран больницине çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ

Çĕнĕ оборудованипе хирургсем ÿт çинче çурăк касма тата çав вăхăтрах тĕртĕме вĕтелеме (прижигать ткань) пултараççĕ. Çакă вĕтĕ юн тымарĕсенчен юн юхнине чарать. Çавăн пекех  электрокоагуляторпа тĕрлĕ режимпа тата тĕрлĕ органсене операцисем тума май пур.

«Хастар та вăрăм ĕмĕрлĕ пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ граждансен пурнăçне вăрăмлатасси . 2030 çул тĕлне çынсен вăтам ĕмĕрне - 78 çула, 2036 çул тĕлне 81 çула çитересси. Наци проекчĕн витĕмĕпе медицина учрежденийĕсене, реабилитаци системине çĕнетеççĕ, тĕпчев центрĕсен сечĕсене аталантараççĕ, сывлăх сыхлавне цифровизацилес ĕçе йĕркелеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас