

Çак цифрăсене пĕрремĕш квартал тăрăх ача çуратма пултаракан çынсен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн регионти сывлăх министрĕ Айрат Рахматуллин правительствăри канашулра пĕлтернĕ.
Пурĕ виçĕ уйăх хушшинче 124 пин граждан диспансеризаци иртнĕ. Пулăшу кирлĕ пациентсене учета тăратнă.
«Халăх йышне ÿстерни социаллă политикăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕ шутланать»,- пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Пулăхсăрлăхпа кĕрешмелли пулăшмалли репродуктивлă технологисемпе сипленес текенсен шучĕ çулсерен ÿсет. 2025 çулта республикăра ОМСпа уйăракан квотăсен шучĕ 2 489 çитнĕ.
Айрат Рахматуллин çавăн пекех аборта каякан хĕрарăмсемпе консультацисем ирттерни, ялсенче пурăнакан çемьесене медицина пулăшăвĕ илме ункайлăрах тăвас ыйтупа регионта ĕçлени çинчен те каланă.